Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (АЧТРЧЙ)

«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнекен пайӗ.

Мӗнле ҫуралчӗ-ха ҫакӑ кӗнеке?
Хусантан пӗр ватӑ чӑваш мана А.Х. Халиков ҫырна «500 русских фамилий булгаро-татарского происхождения» ятла кӗнеке ярса пачӗ. Ӑна 1992 100 пинлӗ тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. А.Х.Халикова эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Пӗрремӗш хут тахҫанах, хам Чӑваш Краеведени музейӗнче ӗҫленӗ чухнех курнӑччӗ. Мана вӑл чирлӗрех ҫын пек туйӑннӑччӗ. Уншӑн историлле чӑнлӑх мар, уншӑн малтан шутласа хунӑ шухӑша ҫирӗплетес тесе чӑнлавсем шырани хаклӑ пулни тӳрех курӑнатчӗ. Каярахпа та эпӗ ҫакна темиҫе те куртӑм. Венгерсен тӗпчевҫи А. Рона-Таш та ҫак шухӑшах каланӑчче. А.Х.Халиков шучӗпе эпир, чӑвашсем, нимӗнле пӑлхарсем те мар, тӗрӗсрех каласан, эпир пачах историсӗр халӑх. Анчах ҫакна вӑл чӑнлавсемпе ҫирӗплетсе мар, нимле историлле чӑнлӑха шута хумасӑр калатчӗ. Ун шучӗпе хальхи тутарсем ҫеҫ пӑлхарсенчен тухаҫҫӗ, имӗш.
А.Х. Халиковӑн ҫак йӑнӑш шухашне пирӗн ҫӗршыври тата тӗнчери историксем тата чӗлхеҫӗсем тахҫанах пӗтӗмпех сивленӗ ентӗ. Вӗсен шутӗнче - тутарсен паллӑ тӗпчевҫи Х.Фейзханов, вырӑс тепчевҫисем С.Шпилевский тата Н.ИльминскиЙ, ытти ҫӗршывсенчен ученӑйсем З.Гомбоц, М.Рясянен, Г.Рамстед, Н.Поппе, О.Прицак. Ку тӗлешӗнчен Ш. Марджани 1900 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ «Книга, из которой можно почеркнуть сведения о Казани и Булгаре» тӗпчеве уйӑрсах палӑртмалла. Е тата аслӑ та чаплӑ тюрколог Н.И.Ашмарин хӑйӗн Хусанта 1902 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Болгары и чуваши» тӗпчевӗнче кун пирки ҫапла ҫырать: «... современные нам чуваши представляют из себя не что другое, как прямых потомков волжских болгар, и что черемисы, обозначая их именем суас, впоследствии перенесли это имя на татарских завоевателей края, которые, унаследовав то политическое значение, какое сначала принадлежало болгарам, и отчасти и их культуру и приняв ислам, стали потом сами приписывать себе болгарское происхождение».
Ара, аслӑ та чаплӑ патшалӑхӑн, унӑн тӗнчене тӗлӗнтернӗ культурин эткерҫисем пулма лайӑх-ҫке!.. Ҫакна ӑнлантарса, Н.И.Ашмарин малалла ҫапла ҫырать: «Такое наименование племенного наименования с одной народности на другую тем более возможно, что слияние полудиких пришельцев с культурными болгарами (мусульманами) совершилось с медленной постепенностью, и прежнее болгарство совершенно незаметно подменилось татарством».
Кун пек тӗслӗхсем, пӗр халӑх ячӗ пачах урӑх халӑх ҫине куҫнине, нумай тупма пулать. Атӑл тарӑхӗнче те ун пекки тата та пур. Акӑ, хальхи Турьен Чӑвашстанра, урӑхла каласан, Вирьял-Чӑвашстанра, IX-X ӗмӗрсенче веда (веде) текен угро-финн йӑхӗсем пураннӑ. Ирҫӗсемпе мӑкшӑсем вӗсене ҫаплах, веда тесе чӗннӗ, весен урлӑ этноним анӑҫри тӗнчене сарӑлнӑ. Ҫаванпа ӗнтӗ Фра-Мауронӑн 1459 ҫулхи карттинче хальхи Шупашкар вырӑнӗнче Веда-Суар ятла хула пулнине ҫырать. Ку вал Х-ХШ ӗмӗрсенче веда ятлӑ угро-финн йахӗсем пурӑнакан ҫӗре пӑлхар-чӑвашсем (сӑваш-суассем) килме тытӑннине, вӗсен сӗмӗ епле ӳссе пынине лайӑх пӗлтерет. Пыра-киле веда угро-финн йӑхӗсем хуллен-хуллен йӑлтах чӑвашланса пӗтеҫҫӗ, урӑхла каласан, ҫак вырӑнта угро-финн чӗлхиллӗ ведасем вырӑнне авалхи турк чӗлхиллӗ чӑвашсем пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫапах та ирҫесемпе мӑкшӑсем вӗсене чӑваш тесе мар, авалхиллех ведасем тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫапла вара, тарӑннӑн тӗпчемесен, авалхи ведасене те хӑшпӗрисем чӑвашсем теме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӗнтӗ авалхи пӑлхар-чавашсен вырӑнне килсе, вӗсен ҫӗрне туртса илсе, аслӑ та чаплӑ культурине хӑйсем ҫине витсе янӑ Хусан тутарӗсене те хӑшпӗрисем пӑлхар (чӑваш) теме пӑхаҫҫӗ. Анчах ку вал шутласа кӑларнӑ «чанлӑх» ҫеҫ иккенне халӗ ӗнтӗ тӗпчевҫӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Тутарсен чылай тӗпчевҫисем те халӗ хӑйсем ытларах енчен Урта тӑхӑмӗсем пулнине ним пытармасӑр калаҫҫӗ, ятарлӑ конференцисем, симпозиумсем ирттереҫҫӗ. Акӑ, Диас Валеев паллӑ писатель-драматургӑн «Вечерняя Казань» хаҫатӑн 1988 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнче пичетленнӗ «О национальном и интернациональном» статйинче ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Татары - многосоставная, многокомпонентная нация, и обьективный научный анализ того вопроса, ровно как и свободные дискуссии по нему, необходимы. Но с 40-х годов - по коньюктурно-политическим соображением того сурового времени - восторжествовала чисто болгарская версия происхождения татар. И вот эта версия упорно вколачивается в наше сознание десятками научных статей, проникает в пьесы, романы...»
Кун пирки тутарсен хальхи вӑхӑтри паллӑ тӗпчевҫи, истори наукисен докторӗ Равиль Фахрутдинов хӑйӗн кӗнекисемпе тӗпчевесенче те уҫӑмлӑн ҫырчӗ. Акӑ, вал хӑйӗн Чаллӑ (Набережные Челны) хулинче 1993 ҫулта пичетленсе тухна «Золотая орда и татары. Что в душе народа» кӗнекинче ҫапла ҫырать: «Со всей ответственностью хочу заявить, что «татары» ... это не политический термин, более того, не прозвище, как пытаются назвать некоторые авторы наших дней - достопочтенные филологи и историки заслуженного пенсионного возраста, являющиеся идеологами пресловутой, отпущенной сверху и, следовательно, антинародной теории переименования татар в «болгары»... «Татары» эпохи Золотой Орды — это этноним, самоназвание определенного этноса, почти сложившегося в народность... И так, Золотая Орда была общим и единым средневековым государством всего татарского народа, всех его этнографических групп... История этого государства, язык, материальная и духовная культура его населения - это татарская история, татарский язык, татарская культура... Десятилетиями в центре внимания нашей официальной, политиэированной исторической науки по средневековому прошлому Татарии была булгарская культура и, основываясь главным образом на ней, пытались решить этногенез татар».
Халӗ ӗнтӗ тутарсен чылай тӗпчевҫисем хӑйсем ытларах енчен Ылттӑн Урта тӑхӑмӗсем пулнине ним пытармасӑр калаҫҫӗ, ятарлӑ конференцисем, симпозиумсем иртереҫҫӗ. Ку тӗлӗшӗнчен 1994 ҫулта Хусанта «Ылттӑн Урта тата тутарсем» ятпа иртнӗ ҫавра сӗтел материалӗсем уйрӑмах кӑсӑк.
Ку тӗлӗшӗнчен Ф.С. Хакимзянов авалхи Пӑлхар хулинчи 1308 сулхи вилтӑпри ҫинчи палӑка вуласа ӑнлантарса пани те кӑсӑк. Ҫак ҫыруллӑ палӑка авалхи Пӑлхар хулинче каярахпа вырӑссем лартнӑ чиркӳ айӗнче тупнӑ. Ф.С. Хакимзянов хӑй те ӑна тупас ӗҫе хутшӑннӑ. «Тюркская часть надписи целиком выполнена на Р - языке и некоторые слова являются неоценимыми материалами с точной датировкой для истории чувашского языка. Это особенно касается показателя множественного числа СЕМ».
Ф.С. Хакимзяновӑн ҫак чӑнлав ӗҫе 1907 ҫулта Шупашкарта пичетленсе тухнӑ «Чувашский язык: история и этимология» кӗнекере пичетленӗ.
Ытти тӳрк чӗлхисенчи 3 вырӑнне Р, нумайлӑ хисепе пӗлтерекен ЛАР (ЛЕР) вырӑнне СЕМ каласси хальхи чӑваш чӗлхинче ҫеҫ. Эппин, питӗ уҫӑмлан куратпӑр ӗнтӗ: 1308 ҫулта та, тискер тутар-монголсен эшкерӗ килсе тапӑнса пӑлхар-чӑваш патшалӑхне ҫӗммӗрсе тӑкнӑранпа 70 ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн та пӗтем Атӑл Пӑлхарстанра ҫеҫ мар, тӑшмансем хуҫаланакан Аслӑ Пӑлхар хулинче те чӑвашла калаҫма, вилсессӗн те палӑк ҫине чӑвашла ҫыртарма пӑрахман-ха!..
Ҫакна пӑхмасӑрах хӑшпӗрисем А.Х.Халиковӑн кивелнӗ, тӗрӗс мар шухӑш ҫирӗплетекен кӗнекисене вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑларни мана кӑштах телӗнтерет те. Халӗ вара, А.Х.Халиковӑн «500 русских фамилий булгаро-татарского происхождения» кӗнекине тӗплӗ вуласа тухнӑ хыҫҫӑн манӑн хамӑр вулакансене авалхи чӑвашсенчен тухна Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем тата ҫав йӑхсенчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен чӑннине каласа парас килчӗ.
Кӑҫал ҫулла, август уйӑхӗнче, эпӗ Мускавра СССР президенчӗ пулнӑ М.С.Горбачевпа тӗл пулса калаҫрӑм.
— Тин кӑна питӗ кӑсӑк тӗлпулу пулчӗ, — терӗ Михаил Сергеевич, — Япони журналисчӗсем килчӗҫ. Раҫҫее, вырӑссене ӑнланма тӑрӑшатпӑр, вырӑс культури аслӑ культура, теҫҫӗ. Эпӗ вара вырас культурине тунӑ ҫӗре вырӑссем кӑна мар, аслӑ Раҫҫейре пурӑнакан пур халӑх та хутшӑннине каларӑм. Чӑнах та, акӑ, паллӑ ҫарпуҫӗ Багратион — грузин, авалхи паллӑ Никон патриарх — мӑкшӑ, Гаврил Державин поэт — тутар йӑхӗнчен пулнӑ...
— Шухӑшӗ питӗ тӗрӗс, — килӗшрӗм эпӗ. — Анчах Гавриил Державин — чӑваш йӗхӗнчен...
Вара Михаил Сергеевича авалхи чӑнлавсем Гавриил Державин хушамачӗ ӑҫтан пулса кайни пирки мӗн ҫырнине тӗплӗнех каласа патӑм.
— Чӑнах та, — терӗ Михаил Сергеевич, — чылай япаласене пӗлместпӗр ҫав эпир. Эппин, эсир калани тӗрӗсех. Халӗ шухашлатӑп та ҫакна ӑнланатӑп: авал Раҫҫейра тутар тени вӑл нимле этноса та пӗлтермен, вӑл вырӑс ҫынни мар, тепӗр чухне христианин мар тенине пӗлтернӗ. Тухӑҫьенрен килсе тухнӑ кирек мӗнле ҫын та вырӑссемшӗн «тутар» пулнӑ, анӑҫран килнӗ ҫынсене вара «нимӗҫ» тенӗ...
М.С. Горбачев ҫаван чухне историлле чӑнлава хай сӑмахӗсемпе пите лайӑх ӑнлантарса пачӗ. Ҫакна пирӗн те, уйрӑмах тӗпчевҫӗсем, ялан асра тытмалла. «Тутар» тесе ҫырнине вуланипех, ку вӑл чӑрашсем ҫинчен мар-ха тесе, тепчев ӗҫтешне пӑрахмалла мар. Авалхи чӑнлавсенче, ХIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа, вырӑссем чылай чухне тутар тесе хӑйсен чи ҫывӑх кӳршисене, тахҫантанпа Атӑлпа Урал хушшинче пурӑнакан пӑлхар-чӑвашсене ытларах каланӑ. Ара, вӗсем ун чухне Ылттӑн Урта, каярахпа Хусан патшалӑхне кӗнӗ. Вырӑссемшӗн ҫав патшалӑхсенчен килекенсем пурте тутар пулнӑ. Анчах эпир пӗрре те тутар мар. Хальхи чӑвашсем авалхи пӑлхар-чӑвашсен тӳрӗрен тӳрӗ тӑсамӗ. Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫӗршывӗнче чӑваш чӗлхи калаҫу чӗлхи те, ҫыру чӗлхи те, патшалӑх чӗлхи те пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхӗ — пирӗн патшалӑх. Атӑлҫи Пӑлхарстан патшисем — пирӗн патшасем, пикӗсемпе мӑрсисем, паттӑрӗсемпе чапа тухнӑ ҫыннисем — пирӗн паттӑрсемпе чапа тухнӑ ҫынсем. Вӗсем вырӑсланнӑ тӑхӑмсене пирӗн чӑваш тӑхӑмӗсенчен пулса кайнӑ тесе турремӗнех ҫырмалла. Ҫаксене палӑртса ӗнтӗ эпир кӑҫал Чӑваш патшалӑхӗ пулса кайнӑранпа 1100 ҫул ҫитнине пӗтӗм тӗнче курмалла уявласа ирттертӗмӗр.
Пӗтӗм тӗнче хальхи чӑваш чӗлхи пӑлхар чӗлхин тӑсӑмӗ иккенне ним иккеленмесӗр ҫирӗплетсе калать. Акӑ, 1966 ҫулта СССР Наукӑсен Академийӗ 5 томпа «Языки народов СССР» кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн 2-мӗш томӗ пӗтӗмпех тӳрк чӗлхисем ҫинчен. Унта ҫак чӗлхесене тӗрлӗ ушкӑнсем ҫине пайласа пӗтӗмлетнӗ чухне ҫапла ҫырнӑ: «Булгарская группа (древние языки — булгарский (язык булгаров, суваров, аваров и сабиров) и хазарский; современный — чувашский язык (анатри, вирьял)». Шӑп та лӑп чӑваш чӗлхи пирки ҫырнӑ чухне вара ҫапла каланӑ: «По происхождению чувашский язык относится к булгарской группе тюркских языков, которая, кроме чувашского включает исчезнувшиеся булгарский и хазарский языки», Эппин, хальхи чӑвашсем Атӑлҫи пӑлхарсен тӳрӗрен тӳрӗ тӑсӑмӗ пулни пирки пирӗн нимӗн те иккеленмелле мар.
Авалхи хӑшпӗр чӑваш (пӑлхар-чӑваш) йӑхӗсем хӑҫан вырӑсланма тытӑннӑ-ха? Тӗпрен илсессен, паллах, тутар - монголсем тапӑнса аслӑ та чаплӑ Атӑлҫи Пӑлхарстана хаяр та юнлӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерсе ҫӗмӗрме тытӑнсан... Кун пирки авалхи чанлавсем те питӗ терӗс каланӑ. Акӑ В.Н.Татищев тата та авалрах ҫырнӑ чанлавсене тӗпе хурса, 1236 ҫул хыҫҫӑн тискер тутар-монголсен пусмӑрӗ айӗнче пурӑнас мар тенӗ пӑлхар-чӑвашсем анӑҫалла куҫма тытӑннине палӑртать: «того же году от пленения татарского многие Болгары избегши, пришли в Русь и просили, чтобы им дать место. Князь вел. Юрий вельма рад сему был и повелел развести их по городам около Волги и другие...»
Малтанласа вырӑссем тутар-монголсем килсе тухни мӗн тери пысӑк инкек пулнине кирлӗ пек ӑнланман. 1223 ҫул хыҫҫӑн пӑлхар-чӑвашсем вӗсемпе килешӳ туса, тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешес тесе темиҫе те калаҫу пуҫланӑ. Анчах вырӑссем, те хӑйсем самай аякра пурӑнатпӑр тесе, ялан килешӳрен пӑрӑна-пӑрӑна кайнӑ, тапӑна-тапӑна кӗрсе, Атӑлҫи Пӑлхарстан патшисене тухӑҫри чиккине ҫирӗплетме чӑрантарнӑ. 1236 ҫулта вара вӗсем Тухӑҫьенрен, Керулен юханшывӗ хӗрринчен килсе тухнӑ тискер эшкерсем мӗн тери харушлӑх иккенне ӑнланса илнӗ, ҫулҫырӑвӗсенче (летопись) хайсем кам майлӑ пулмаллине, камран хӑрамаллине питӗ лайӑх палӑртаҫҫӗ. «Придоша от восточной страны в Булгарьскую землю безбожнии Татаре, и взяша славный Великий город Болгарьский, и избиша оружьем от старца и до уного и да сущаго младенца, и взяша товара множество, а город их пожгоша огнем, и всю землю их плениша...»
1236 ҫул хыҫҫӑн Улатимӗр аслӑ кнеҫӗ Юрий ирӗк панипе тутар-монголсене парӑнас мар тенӗ хӑшпӗр авалхи чӑваш йӑхӗсем, Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпарса, хальхи Кустӑрма (Кострома) таврашне тата Нерли юханшывӗн тӑрӑхне куҫа-куҫа ларма тытаннӑ. Ку таврана вӗсем тахҫантанпах лайӑх пӗлнӗ. Андрей Боголюбский вӑхӑтӗнчен кӑштах каярах, 1229 ҫулта, пӑлхар-чӑвашсем вырӑссене выҫӑпа вилесрен ҫӑлса хӑварнӑ. Унтан та маларах, Андрей Боголюбский вӑхатенче (1109 (1111) - 1174 ҫулсем) чаплӑ керменсемпе чиркӳсем, вӑл шутра Нерли шывӗ ҫинчи пӗтем тӗнче пӗлекен Пукрав чиркӳне те, тума пулӑшнӑ, Урал тӑрахӗнчен шурӑ чулсем турттара-турттара пынӑ. Паллӑ ӗнтӗ, Андрей Боголюбский пӑлхар-чӑваш елик-пикине (принцесса) качча илнӗ. Вӗсен ывӑлӗ Юрий кайран груҫинсен паллӑ пике-патшин Тамарӑн упӑшки пулса тӑнӑ. Андрей Боголюбский вӑхӑтӗнче те хӑшпӗр пӑлхар-чӑваш йахӗсем вырӑс ҫӗрӗсене куҫса ларнӑ, вӗсем питӗ шанчӑклӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулнине пӗлсе, аслӑ кнеҫ весене ҫӗрсем панӑ, ҫурт лартма пулӑшнӑ, укҫа-тенкӗ кивҫен («ссуды и пожалования») панӑ. Унран та маларах, 1024 ҫулта та, пӑлхар-чӑвашсем вырассене выҫӑпа вилесрен ҫӑлнӑ. «Идоша по Волге все людие в Болгары и привезоша пшеницу и жито и тако от того жита кормяхуся», - тесе ҫырнӑ ҫак тапхӑр ҫинчен авалхи вырӑс чӑнлавӗсенче.
Тата та маларах пӑлхар-чӑвашсем вырӑссемпе туслӑ ҫыхӑну тытни, суту-илӳ туни паллӑ. Аслӑ Пӑлхар хулинчен Рясане тата Кейӳ (Киев) хулине ялан ҫӳремелли аслӑ ҫул пулнӑ. Вӑл хальхи Пӑла шывӗ хӗррипе пынӑ. Аслӑ Пӑлхартан тухнӑ караван Атӑл урлӑ каҫнӑ та е Теччӗ, е Элшел хулинче ҫӗр каҫнӑ. Тепӗр кунне вара вӗсем е Таяпа хулине, е Тикеш карманне ҫитсе ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Малалла вӗсен ҫулӗ Улатӑр еннелле кайнӑ. Улатӑртан - Рясане, пӑрттассен тата ирҫе-макшӑсен ҫӗрепе аслӑ ҫул тӑсӑлса выртнӑ. Ҫав ҫулпа ӗнтӗ Кейу хулинчен Аслӑ Пӑлхар хулине пӑлхар-чӑваш елик-пикине качча илме 985 ҫулта Улатимӗр евчисем пынӑ. Ун чухне Атӑлҫи Пӑлхарстанра Мухамет ывӑлӗ, Михаиль Ялкау Палтавар мӑнукӗ Тимӗр Мумин патшара ларнӑ. Тимӗр Мумин Кейӳрен килнӗ евчӗсене хапӑлах пулнӑ, хайӗн йӑмӑкне Улатимӗр арӑмӗ пулма парса янӑ. Улатимӗрпе Атӑлҫи Пӑлхарстан елик-пикин ачисем кайран Аслӑ Ростовпа Муром кнеҫӗсем пулса, хайсем ҫурма пӑлхар-чӑвашсем иккенне асра тытса пурӑннӑ. Ҫавӑн чухне, Х-мӗш ӗмӗрте, Атӑлҫи Пӑлхарстанра ислам хуҫаланма тытӑннипе килӗшмен пӑлхар-чӑваш мӑрсисем Киев хӳттине куҫа-куҫа ларнӑ, вырӑсланса, чаплӑ вырӑс йӑхӗсене пуҫласа янӑ. «Того же лета придоша из Болгар к Владимиру в Киев четыре князя, и просветишася божественным крещением», — ҫырнӑ ҫакӑн пирки авалхи вырӑс чанлавӗсем. Тен, шӑп та лӑп ҫавсенчен ӗнте чи малтанхи авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсене асӑнма тытӑнмалла пулӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ паллӑ нимӗҫ тӗпчевҫи Л.Мюллер ҫапла ҫырать: «Борис и Глеб были сыновьями русского великого князя Владимира. Они - потомки брака, заключенного Владимиром до крещения с болгарыней - я склонен полагать, со знатной волжской булгаркой; ибо при смерти их отца в 1015 году мы застаем их князьями в удельных княжествах Ростове и Муроме, граничащих с державой волжских булгар. Брак Владимира с булгаркой мог скрепить мирный договор, эаключенный в 985 году после его похода на волжских булгар».
Паллах, авалхи чӑвашсемпе вырӑссен хушшинчи ҫыхӑну, хӗр парса хӗр илесси, туслашасси тата маларах та пулса пынӑ. Анчах эпир вӗсене тӗпчесе, ҫав вӑхӑтра вырӑсланнӑ авалхи чӑваш йӑхӗсем ҫинчен кирлӗ таран тӗпчеймен-ха. Ҫав хушӑрах тата ҫакна та каламалла: авалхи саманара икӗ пысӑк халӑх хушшинчи хутшӑну вырӑсланасси патне ҫеҫ илсе пыман, чылай вырӑс йӑхӗсем пӑлхарланнӑ (чӑвашланнӑ) та. Ун пирки те чылай курӑмлӑ чӑнлавсем тупса палӑртма пулать. Анчах ку кӗнекере эпир ҫапах та вырӑсланнӑ чӑваш йӑхӗсене пӑхса тухасшӑн. Эппин, атьӑр-ха авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсемпе ӑрӑвесене йеркипе пӑхса-асӑнса ҫырса пырар.
Маларах каларӑм ӗнтӗ, авалхи пӑлхар-чӑваш йӑхӗсем вырӑссем патне куҫса каясси, унта пурӑнса пыра-киле вырӑсланма тытӑнасси тутар-монголсем килсе тапӑннӑ хыҫҫӑн нумайланнӑ. Ҫав хӑйсен патне пырса вырнаҫнӑ, аслӑ та чаплӑ Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхне салатса янӑ тискер тутар-монголсене чунтан-чӗререн курайман, вӗсене хирӗҫ
юлашки юн тумламӗчченех кӗрешме хатӗр пӑлхар-чӑваш ямахачӗсемпе тата йӑх-ӑрӑвӗсемпе вӑйлӑланса пынӑ та ӗнте вырӑс кнеҫӗсем. Ҫак пӑлхар-чӑваш ямахачӗсем, йӑхӗсемпе ӑрӑвӗсем, хӑйсем курайман тутар-монголсенчен уйрӑлса тӑрас тесе, тӳрех Христос тӗнне йышӑннӑ, ара, ислам вӗсемшӗн пусмӑрҫӑсен тӗнӗ пек курӑннӑ. Вӗсем вырӑссене хӑйсен авалхи ҫапӑҫу меслечӗсӗне вӗрентнӗ. Ҫавна пула вырӑс кнеҫӗсем тутар-монголсене хирӗҫ тӑма тытӑннӑ та. Куликово хирӗнчи ҫапӑҫура та Мамай ҫарне ҫапса ҫӗмӗрес ҫӗрте, ҫак вырӑссем патне куҫа-куҫа пынӑ палхар-чӑваш тӑхамӗсем текӗрчӗсем пысак вырӑн йышӑннӑ, кун пирки Л.Н.Гумилев тӗпчевҫӗ хӑйӗн темиҫе кӗнекинче те ҫырчӗ.
Ылттӑн Урта саланма тытӑннӑ чухне вырӑс ҫӗрне куҫса каймӑ тытӑннӑ пӑлхар-чӑваш мӑрсисемпе паттӑрӗсен щучӗ пушшех ӳснӗ. Ҫавсенчен пӗри — Вакрим мӑрса. Ун тӑхӑмӗсен шутне кӗрет те ӗнте эпир маларах асӑннӑ паллӑ вырӑс поэчӗ Гавриил Державин. Ҫав вӑхӑтра вырӑс кнеҫӗсем патне куҫса кайнӑ Вакрим хӑйне пур ҫӗрте те «чӑваш мӑрси» тет. Хӑй пырса вырнаҫнӑ ял ҫумӗнчи ҫӳллӗ сӑрта та (хальхи Тверь облаҫӗ) Чӑваш тӑвӗ тесе ят парать. Ун чухне вырӑс ҫарӗнче «Чӑваш» самах мӑнаҫлӑн янӑрана, хӑйне кура паттӑр ҫын сӑмахӑн синонимӗ пулнӑ. Ахальтен мар ӗнте Вакрим тӑхӑмӗнчи пӗр йӑха пуҫлаканӗ Чӑваш сӑмаха хӑйне валли хушамат туса илет, историе Мӗтри Чӑваш (Дмитрий Чуваш) ятпа юлать.
Вакримпа пӗр вӑхӑталлах Мускав ҫӗрӗсенче Кӳчук-Такӑлта мӑрса, Уссейн Пахмачӗ мӑрса тата ытти пӑлхар-чӑвашсем куҫса килеҫҫӗ, вӗсен тӑхӑмӗсем те каярахпа паллӑ вырӑс йӑхӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Пӑлхар-чӑваш тӑхӑмӗсем вырӑс ҫӗрӗсене куҫса каясси XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче тата XVI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче, Хусан ханлӑхе вӑйлӑланса, ытти халӑхсене, уйрӑмах пӑлхар-чӑвашсене вӑйпа ислам тӗнне кӗртме тытӑннӑ тапхӑрта уйрӑмах ӳснӗ.
Пурте пӗлетпӗр, Хусан ханлӑхӗ Ылттӑн Урта саланса кайнӑ хыҫҫӑн чӑмӑртаннӑ. Чи малтан Ылттан Уртаран татӑлса тухса Ҫӗпӗр ханлӑхӗ пулса каять. Ку вӑл XV ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсӗнче пулать. Тепӗр ҫирем ҫул хушшинче вара Хусан, Крым ханлӑхӗсем, Нухайсен Урти пулса тӑрать. Каярахпа Аҫтӑрхан, Казах тата Узбек ханлӑхӗсем уйрӑлса тухаҫҫӗ. Ҫапла вара чылай халӑхсене чуралӑхра тытнӑ Ылттӑн Уртаран нимӗн те юлмасть.
Паллӑ ӗнтӗ, Ылттӑн Уртана ҫапса аркатса яраканӗ Тамерлан пулнӑ. Вӑл малтанласа, пулӑшса пырса, Тӑхтамыша астул илме пулӑшать. Кайран Тӑхтамышпа Тамерлан хирӗҫсе каяҫҫӗ. Тамерлан Тӑхтамыш ҫарне йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкать, пӗтӗм Ылттӑн Урта ҫӗрӗнчи хуласемпе ялсене ҫунтарса тухать, Атӑлҫи Пӑлхарстан пулнӑ тӑрӑха та ҫитет, Пӳлере, Пӑлхара аркатать. Тӑхтамыш вара таҫта тарса ҫӳресе вилет. Кайран, каштах вӑхӑт иртсессӗн, Тӑхтамыш мӑнукӗ, Джеляльуддин ывӑЛӗ — Улуг-Мухаммед, самантпа усӑ курса, Ылттан Урта астулне илсе, саланма тытӑннӑ патшалӑха ҫӗнӗрен чӗртме пикенет.
Улуг-Мухаммед ашшӗ Джеляльуддин 1411 ҫулта, Литва кнеҫӗ Витовт пулӑшнипе Сарайра астул тытса тӑма тытӑнать, Ылттӑн Уртана ура ҫине тӑратасшӑн ӗҫлет. 1412 ҫулта Дмитрий Донской ывӑлне Василие, вӑрҫӑпа хӑратса, Сарай хулине чӗнтерет, вырӑссенчен куланай илсе тӑма тытӑнать... Улуг-Мухаммед ҫирӗммӗш ҫулсен вӗҫӗнче Ылттӑн Уртара хан пулса тӑрать. 1431 ҫулта ун патне пуҫ ҫапма Мусав аслӑ кнеҫӗ Василий тата унӑн ывӑлӗ Иван килеҫҫӗ.
1436 ҫулта Улуг-Мухаммедӑн Сарайран тухса тармалла пулать. Улуг-Мухамед хӑй ямахачӗн тӑшманӗ шутланакан Едигее шыраса тупса вӗлерме хушать. Едисей ывӑлӗсем вырӑссе патне тарнӑ пулнӑ, вӗсем 3 пинлӗ ҫарпа Сарая пырса тухаҫҫӗ те Улуг-Мухаммед ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. Улуг-Мухаммед вара хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ хуралӗпе тата 3 пин ҫынтан тӑракан пысӑк мар ҫарӗпе Крыма пырать. Анчах унта та чылайччен пурӑнаймасть, унтан та хӑй ҫыннисемпе тухса каймалла пулать. Кун хыҫҫан Улуг-Мухаммед Мускав патшалӑхне кӗрекен Белев хулине илет те унта ҫирӗпленсе ларма тӑрӑшать. Вырӑссем ӑна 1437 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче хуса яраҫҫӗ. Ҫавӑн чухне Улуг-Мухаммед самай ҫирӗпленсе вӑй илсе пыракан Хусан хули ҫинчен илтет.
Ҫак хулана Хусан ятлӑ авалхи пӑлхар-чӑваш тӑхӑменчи чаплӑ мӑрса никӗсленӗ. Ҫакна юлашки вӑхӑтра тӗпчевҫӗсем ҫиреплетсех калаҫҫӗ. Хусан хулине Хусан мӑрса вырӑс ушкуйникӗсем авалхи аслӑ та чаплӑ Пӑлхар хулине ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн никӗсленӗ. Ҫакна пирӗн тӗплӗ пӗлмелле. Хусан вӑл нименле казан (хуран) та мар. Хусан Аслӑ Пӑлхар хулине тытса тӑна Мир-Махмут пик ывӑле. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне нимле мӑрса та, хан та темен, унӑн чӑн-чӑн ячӗ, пӑлхар-чавашла ячӗ - Хусан-пик. Ҫакна эпир унӑн вилтӑприйӗ ҫинчи палӑка вуласа та пӗлетпӗр. Унта шӑп та лӑп Мир-Махмут ывӑлӗ Хусан-пике пытарнӑ тесе ҫырнӑ. Ҫакӑн ҫинчен тутарсен паллӑ, чӑн-чӑн тӗпчевҫи Марджани питӗ тӗплӗ ҫырса хӑварнӑ. Хусан хулине хӑҫан тата епле чӑвашсем никӗсленине халӑх чӑнлавӗсенче палӑртнине те эпир тупма пултаратпӑр. Акӑ, «Известия общества археологии, истории и этнографии при Казанском университете» каларӑмӑн III томӗнче пичетленнӗ преданире ҫакна уҫӑмлӑн каланӑ: «перевели город, дав ему имя Хузан». 1980 ҫулта Н.И. Егоров ҫырса илнӗ хайлавра та ҫак хулана чӑваш пуянӗ никӗсленине, кайран Хусан вырӑнӗнче тутар-монголсем «Казань» хулине тунине каланӑ. Ҫав чӑнлавсемпе хайлавӗсене пӗтӗмлетсе, В.Д.Димитриев хӑйӗн «Чувашские исторические предания» кӗнекинче ҫапла ҫырать: «Историками установлено, что Казань была основана в 1370 году местным (из болгар) князем Хасаном и получила название от его имени (позднее наименование города получило татарскую форму Казан).»
Пӑлхар-чӑвашсем чӑнласах та ҫак хула тавра чӑмӑртанса ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайма шухӑшланӑ. Анчах пӑлхар-чӑвашсен ӗмӗчӗ ҫитмест. Ҫапкаланса ҫӳрекен Улуг-Мухаммед хӑйӗн ҫарӗпе Атӑл урлӑ каҫать те, кӗтмен ҫӗртен тапӑнса, Хусан хулине туртса илет, вара унта ҫирӗпленсе ларса, хӑйне хан тесе пӗлтерет.
«Имея опыт отторжения от Сарайского ханства независимого Крымского государства, - ҫырать ҫакӑн пирки М. Худяков хӑйӗн «Очерки по истории Казанского ханства» кӗнекинче, - самостоятельность которого было обусловлена договором с Кичи Мухаммедом, и не
желая больше оставаться в негостеприимных пределах России в качестве эмигранта, Улу Мухаммед решил отторгнуть от Сарайского ханства другую часть его владений и обосноваться там в качестве независимого государя. С этой целью он составил план восстановления самостоятельного мусульманского государства в Среднем Поволжье, каким было Болгарское царство. Покинув Белев, Улу Мухаммед выступил в Мордовскую землю и, проследовав мимо русской границы, достиг пределов Болгарии. После разгрома 1361 года и недавнего нападения русских под предвадительством кн. Федора Пестрого (1432г.) столица края г. Булгар лежала в развалинах, и население, отхлынувшее на север за Каму, в более безопасные и глухие места - стало сосредотачиваться вокруг нового центра - Казани. Поэтому хан Муххамед избрал столицею своего государства не Булгар, а Казань, и новое ханство получило название Казанского ханства».
Малтанласа Улуг-Мухаммед вырӑнти халӑха, урӑхла каласан, пӑлхар-чӑвашсене юраса пурӑнма тытӑнать, анчах кайран, ҫирӗпленсе вӑйлӑланса ҫитсен, хӗстерме те пуҫлать. Ҫакӑ, хӗстересси, уйрӑмах Улуг-Мухаммед тӑхӑмӗсен вӑхӑтӗнче вӑйлӑланать. Ҫавӑн чухне вара хӑшпӗр пӑлхар-чӑваш ямахачӗсем Хусан ханлӑхне хирӗҫ тӑма пултаракансем патне куҫа-куҫа кайма тытӑнаҫҫӗ. Хусан ханлӑхне хирӗҫ тӑма пултаракан вӑй — аслӑланса пыракан Мускав патшалӑхӗ.
Ҫав тапхӑрта вырӑссем патне куҫса кайса чапа тухнӑ тата вырӑсланнӑ хушаматсенчен пӗри шӑп та лӑп Абашевсем пулса тӑраҫҫӗ.

1995
«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнекен пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-02 20:23:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3908 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем